Комсомольский муниципальный округ

Ачасемпе тимлĕ пулăр

Июнĕн 1-мĕшĕ - Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Çакна паллă тунă тата ачасен çуллахи канăвĕ çывхарнă май, Раççей Федерацийĕн Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ иртнĕ çулсенче çул çитмен çамрăксем йывăр лару-тăрăва лекнĕ тĕслĕхсен сăлтавĕсене тишкернĕ.

Тишкерỹ кăтартăвĕсем тăрăх, ачасем пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен, шывра путни, нумай хваттерлĕ çуртсен чỹречисенчен ỹксе, çитĕннисен асăрханусăрлăхне пула пушарсенче, чыхăнса вилни... Çавăнпа Раççей Федерацийĕн Следстви Комитечĕн Республикăри следстви управленийĕ ашшĕ-амăшне юханшывсемпе кỹлĕсем, пĕвесем çывăхĕнче ачасемпе асăрхануллă пулма ыйтать. Çул çитмен çамрăксен шыва ятарлă вырăнсенче çеç кĕ-мелле. Кĕçĕннисене шывра ишме специалистсем вĕрентмелле.

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи чỹречесем те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа хваттере уçăлтарнă чухне ачасене пĕччен хăвармалла мар. Çавăн пекех чỹречесем çывăхĕнче сĕтел-пукан вырнаçтарни те вырăнсăр. Енчен те уçă чỹрече па-тĕнче ачана асăрхарăр пулсан, полицие 02 телефонпа шăнкăравлăр.

Çул çитмен çамрăксем пушарсенче те вилме пултараççĕ. Çавăнпа инкексенчен хăтăлма тăрăшмалла, ачасем çине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Преступленисене сирсе ярас тесе следстви управленийĕнче "Ача хăрушлăхра" телефон линийĕ уçнă - 8(8352)624-637 е карас телефонĕн 123 номерĕпе шăнкăравламалла.

Т. ПРЫГУНОВА,

ЧР Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн следователĕн пулăшуçи



"Каçал Ен"
02 июня 2017
10:14
Поделиться
;