Комсомольский муниципальный округ

Ачасен ячĕпе хаваслă уяв

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче - Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунра - Луцки салинчи Хусан Турă амăшĕн чиркĕвĕ умĕнчи лапамра савăнăçлă уяв пулчĕ.

Луцки салинчен тата таврари ялсенчен пуçтарăннисене чиркỹ настоятелĕ Сергий иерей саламларĕ.

- Ачасем - пирĕн çутă пуласлăх. Вĕсем - "чĕрĕ чечексем". Тĕпренчĕксен пурнăçĕ савăнăçлă, çутă пуласси пирĕнтен, аслисенчен, нумай килет. Çавна май кăçалхи уява анлă, тĕрлĕ енлĕ паллă тăвасшăнччĕ. Синоптиксем пирĕн тăрăхра июнĕн 1-мĕшĕнче кăнтăрла тата каç кỹлĕм вăхăт-вăхăт, вырăнĕ-вырăнĕпе пăр тата аслатиллĕ çумăр çума пултарассине пĕлтернине шута илсе, уяв мероприятине улшăнусем кĕртме тиврĕ. Апла пулин те пурне те уяв ячĕпе чĕререн саламлатăп! - терĕ вăл.

Пухăннă ачасен кăмăлĕсене хăвармарĕç, батутсемпе тĕрлĕ аттракционсем, кĕвĕ-çемĕ пулмарĕ пулин те, уяв савăнăçлă та шавлă иртрĕ. Малтанах пĕчĕкскерсем чиркỹ тавра ăмăртмалла чупрĕç, тăршшĕне сикрĕç. Вăйă-ăмăртусене хутшăннă кашни ачанах пылак çимĕçпе сăйларĕç. "Çамрăк ỹтре юн вылять", - тесе ахальтен каламан ваттисем. Каларăша тỹрре кăлараканĕ Луцки ялĕнче çуралса ỹснĕ Никита Александров пулчĕ. Вăл 60 хутчен кукленсе ларса (приседани) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Палăртса хăварам, Никита ыран 7 çул тултарать. Çавăнпа та Сергий атте çĕнтерỹçе вылямалли пысăк автомашина парнелерĕ. Каярах чиркĕве килнĕ çынсене канмашкăн тин çеç хăпартнă беседка умĕнче ашшĕ-амăшĕсем скакалкăпа сиксе тупăшрĕç, кĕçĕн çулхи туссем вара чуччу çинче ярăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем, шăпăрлансем пурте пĕрле алла пурăсем тытса ỹкерме те вăхăт тупрĕç. Пĕрлехи кану чăннипех те хаваслă иккен. Тепĕр хутчен вара июлĕн 7-мĕшĕнче пухăнма калаçса татăлчĕç.

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
02 июня 2017
10:07
Поделиться
;