Комсомольский муниципальный округ

Билета - онлайн мелĕпе

Эпĕ яла автобуспа çỹретĕп. Халĕ автовокзала каймасăрах, Интернет урлă онлайн мелĕпе билет туянма май пуррине пĕлсен çак меслетпе савăнсах усă куртăм. Билет илтĕм-ха, анчах манран çакăншăн комисси тытса юлчĕç. Тĕрĕсех турĕç-ши?

Ыйтăва "АвтоВАС" представителĕ В.Гриднев хуравларĕ:

- Чăнласах та, халĕ автобуспа çула тухас текенсем билета пирĕн предприяти сайтĕнче онлайн мелĕпе саккас пама пултараççĕ: автовокзала кайса çỹремесĕрех, черет тăмасăрах. Анчах çакăншăн оператор (тỹлев системи) билет хакĕнчен 10: комисси илет, кун пирки ятарлă формăна тултарнă чухне (хăш маршрут, рейс, унăн вăхăчĕ) асăрхаттарса çырни тухать, çавăнпа ăна çыру авторĕ курнă ахăртнех. Пассажирсем пирĕн патра мĕнле пулăшусемпе усă курма пултарни пирки, вĕсемшĕн кăсăклă ытти информаци йăлтах пирĕн сайтра пур, çав шутрах - билета онлайн мелпе илме май пурри пирки те.



"Каçал Ен"
02 июня 2017
10:19
Поделиться
;