Комсомольский муниципальный округ

Михаил Игнатьев - экономика форумĕнче

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне хутшăнать.

ПМЭФ площадкинче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче "Монохуласем - бизнеса аталанса пымалли çĕнĕ вырăнсем" канашлура Михаил Игнатьев пулнă.

Регион пуçлăхĕсем тата монохула ертỹçисем муниципалитет пĕрлешĕ-вĕсенчи ĕç опычĕсемпе паллаштарнă. Предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем çĕнĕ бизнес-проектсем пирки каласа кăтартнă. Михаил Игнатьев инвестици проекчĕсем çинче чарăнса тăнă май пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем çинчен каласа кăтартнă. Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисен социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.

Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - монохуласене çĕнĕлле вăй илтерсе ярасси.

Республика 2016 çулхи авăн уйăхĕнче монохуласене аталантарассипе ĕçлекен фондпа килĕшỹллĕн Канаш хулинчи виçĕ объектăн строительство ĕçне фонд 700 млн укçа хушса тỹлеме йышăнса хăварнă.

Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- "Монохуласене аталантарассипе йышăннă программăна хутшăнни халăхăн пурнăç условийĕн шайне ỹстерме май парать, пуçаруллă предпринимательсен çĕнĕ паха проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшать. Çакă вара чи кирли тата пĕлтерĕшли".

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче экономика форумĕнче стратегиллĕ пуçарусен çĕнĕ проекчĕсемпе ĕçлекен Агентство тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшỹ тунă.

Ĕç хутне Михаил Игнатьев тата коммерциллĕ мар организацин "АСИ" АНО генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева алă пусса çирĕплетнĕ.

Çак кунах Михаил Игнатьев тата Тюмень облаçĕн губернаторĕ Владимир Якушев суту-илỹре, экономикăра, наукăпа техникăра, социаллă сферăра тата культурăра çыхăнса ĕçлессипе килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.



"Каçал Ен"
02 июня 2017
10:02
Поделиться
;