Комсомольский муниципальный округ

Пограничниксем уявра

Пограничниксен кунне Комсомольскинче кăçал та анлăн паллă тунă. Çĕршыв чиккине тĕрлĕ çулсенче çар застависенче хуралланă ентешĕмĕрсем çак кун районти палăк умне пухăннă.

Мероприятие "Пограничное братство" районти обществăлла организацин ертỹçин çумĕ Геннадий Филиппов, районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков тата ыттисем хутшăннă. Малтанах пухăннисем умĕнче район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн ертỹçи Дмитрий Галкин сăмах илнĕ. Вăл пограничниксене професси уявĕпе саламланă. Пухăннисем каярах Раççей ялавне çĕклесе палăк умне чечексем хунă, вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Обществăлла организацин ĕçне хастар хутшăннăшăн Николай Юманов Дзержинский медальне тивĕçнĕ. Геннадий Краснов пограничник вара - чи асли. Вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Уяв кунĕнче Геннадий Краснова та асăну палли парса чысланă.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕ ентешĕмĕрсене Йĕпреç районне илсе çитернĕ. Унта çак кун çĕршыв чиккине хỹтĕлекенсен ячĕпе монумент уçнă. Святой Николай атте ячĕпе хăпартнă чиркỹ настоятелĕ Петр Иванов протоиерей монумента сăвапланă. Уяв хаваслă концертпа вĕçленнĕ.

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
02 июня 2017
10:13
Поделиться
;