Комсомольский муниципальный округ

Шывра ишсе тупăшнă

Çуркуннен юлашки кунĕнче "Кĕтне" ФСК-ра ветерансем хушшинче шывра ишессипе тупăшу иртнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен 50 метрлă дистанцие парăнтармалла пулнă.

Спорт вăййине хутшăнакансем чылайăн пулнă. Арçынсем хушшинче чи маттурри - Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан А.Давыдов. Иккĕмĕш вырăна вара Хырхĕрри ялĕнче кун кунлакан Н.Ятманов тухнă. Юнтапа ялĕнчи В.Скворцов виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Хĕрарăмсем хушшинче те çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Комсомольскинче пурăнакан Л.Симендеева пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хирти Явăш ялĕнчи Г.Давыдовăран Е.Длинова (Комсомольски) та юлас темен. Вĕсем иккĕ-виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Чи пултаруллисем республика шайĕнчи Спартакиадăра район чысне хỹтĕлĕç.

Ю.БОРОВКОВ



"Каçал Ен"
02 июня 2017
12:06
Поделиться
;