Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем çĕрулми лартса пĕтерчĕç, кăçал "иккĕмĕш çăкăра" 1025 гектар çинче çитĕнтереççĕ. Н.Самарин фермер хуçалăхĕнче вара йăран хушшисене çырма та тытăннă. Ĕçе 50 гектар çинче пурнăçланă.

Паянхи куна кĕрхи тата çурхи культурăсем акнă лаптăксене çумкурăкран пестицидсемпе гербицидсем сапма пикеннĕ. Хальлĕхе çак ĕçе 757 гектар çинче пурнăçланă. Тĕрлĕ сăтăрçăсенчен асăрханса 305 гектар çине хими им-çамĕ сапнă.

Ял хуçалăхĕнче ĕçсем малаллах пыраççĕ.

Ш.ЗЕЙНУДИНОВ



"Каçал Ен"
02 июня 2017
10:06
Поделиться
;