Комсомольский муниципальный округ

Рейтингра - эпир иккĕмĕш

Июнĕн 1-мĕшĕнче Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Регионсен инвестици илĕртỹлĕхĕн рейтингне презентациленĕ май стратегиллĕ пуçарусен агентствин гендиректорĕ Светлана Чупушева пирĕн республика пĕлтĕрхи          6-мĕш вырăнтан кăçал 2-мĕш вырăна хăпарнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен инвестици илĕртỹлĕхĕн Наци рейтингĕнче Раççейри 85 регион хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнни чăннипех те пысăк çитĕнỹ. Пĕрремĕш вырăнта - Тутарстан Республики, виççĕмĕш вырăнта - Мускав.

Владимир Путин,

Раççей Президенчĕ:

- Doing Business паллă шкала тăрăх, çĕршыв 80 позици çỹлелле хăпарчĕ. Чи пахи - ĕç климатне ырă енне улăштарса пырас ĕçе РФ регионĕсем те кỹлĕнчĕç. Паян Тутарстанпа Чăваш Республикисем, Мускав хули, Тула, Калуга облаçĕсем ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Палăртма кăмăллă, Наци рейтингĕнче инвестици илĕртỹлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе вĕсем - малта пыраканнисем.

Михаил Игнатьев,

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- Чăваш Республики Тутарстанпа тата Мускав хулипе ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕр ретре тăрать. Çакă çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, чи хакли. Малашне те ĕç климатне лайăхлатса пырассишĕн яваплăха туйса таса чунпа тăрăшса ĕçлемелле. Çак çивĕч тупăшура каялла чакма юрамасть, пысăк кăтартăва упраса ăна малалла тата та ỹстерсе пырассишĕн вăй хумалла.



"Каçал Ен"
06 июня 2017
09:40
Поделиться
;