Комсомольский муниципальный округ

Асăрханăр, ачасем!

Ачасен çуллахи канăвĕ пуçланнă май вĕсен тимлĕхне ỹстерес тĕллевпе республикăра тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Акă, майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 11-мĕшĕччен районта та "Асăрханăр - ачасем!" операци иртет. Профилактика мероприятине ачасене çул çинче асăрхануллă пулма хăнăхтарас, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарас, преступлени тăвассинчен пăрас тĕллевпе йĕркелеççĕ. ГИБДД ĕçченĕсем асăрхаттарни çеç çителĕксĕр, ашшĕ-амăшĕн тата аслисен ачасене тĕп правилăсемпе паллаштармалла, яланах тимлĕ те асăрхануллă пулма вĕрентмелле. Велосипедпа, çула çуран тухаççĕ-и вĕсем - çул çинче тимлĕхе çухатмалла мар, çул урлă палăртнă вырăнсенче çеç каçмалла, автомашинăсем çỹренине сăнамалла.

Водительсен те çул çинче хăвăртлăха ỹстермелле мар, правилăсене пăхăнмалла. Инкек куçа курăнса килмест. Тĕп вырăнта - асăрхануллă пулни!

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
09 июня 2017
09:25
Поделиться
;