Комсомольский муниципальный округ

Операци иртнĕ

Республикăра, районта миграциленнĕ çынсене тĕрĕслес, саккуна пăхăнмасăр пурăнаканнисене тупса палăртас тĕллевпе майăн 22-мĕшĕнчен июнĕн 2-мĕшĕччен "Нелегал - 2017" профилактика операцийĕ иртнĕ. Çак вăхăтра районта пурăнакан ют çĕршыв гражданĕсене тĕрĕсленĕ. РФ КоАПĕн 18-мĕш главипе килĕшỹллĕн 18 протокол çырнă. Операцин иккĕмĕш тапхăрне сентябрĕн 25-мĕшĕнчен октябрĕн 6-мĕшĕччен ирттерме палăртнă. Тĕллев - ют çĕршыв гражданĕсене саккунпа килĕшỹллĕн пурăнма хăнăхтарасси тата йĕркене пăхăнманнисене явап тыттарасси.

А.ГАЛКИНА



"Каçал Ен"
09 июня 2017
09:26
Поделиться
;