Комсомольский муниципальный округ

Уй кунĕ чунсене савăнтарчĕ

 Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕ, апла пулин те тулта сулхăн, çанталăкĕ ăмăр. Çийĕнчен кăнтăр вăхăчĕ çитеспе вĕтĕ çумăр пĕрĕхрĕ. Анчах та çакăн евĕр çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе агрономĕсене пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма тата кашнинех хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явма пачах та чăрмантармарĕ.

Ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров, тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов, хуçалăхсен представителĕсемпе агрономсем çав кун тĕрлĕ уйсене çитсе курчĕç. Вĕсене пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе пахча çимĕç мĕнле шăтса тухни кăсăклантарчĕ, çав вăхăтрах нумай çул ỹсекен курăксене те тĕрĕслерĕç.

Сăмах май, кăçал ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсем, фермер хуçалăхĕсем çурхи культурăсене пурĕ 11357 гектар акса хăварнă. "Иккĕмĕш çăкăр" вара 1025 гектар çинче ăнăçлă çитĕнессе шанаççĕ. Паянхи кун тĕлне çĕр ĕçченĕсем кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акнă лаптăксене çум курăкран пестицидсемпе гербицидсем сапнă, хăшпĕр хуçалăхсем вара асăннă культурăсене апатлантарма та ĕлкĕрнĕ. Çапла, вăрлăха çĕрпе хуплани çеç çителĕксĕр, лайăх тухăç вăл çанă тавăрса нумай тар тăкнине юратать. Куншăн вара калчасене тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла, çум курăкран та тасатмалла, сиенлĕ хурт-кăпшанка, чир-чĕре хирĕç кĕрешмелле.

Ĕçлĕ ушкăн чи малтан Самаринăн, Минатуллинăн, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕсемпе паллашрĕ. Каярах пурте пĕрле "Турхан" ЯХПК ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Николай Михайлов ертỹçĕ хăнасене хуçалăхри севок, пуçлă сухан ỹсекен лаптăксемпе паллаштарчĕ. Çанталăк çумăрлă тăнин усси пурах - севок уйĕ ем-ешĕл, шăкăрин шăтса тухнăскер, куçа савăнтарать. Кунсăр пуçне хуçалăх купăста çитĕнтерессипе те палăрса тăрать. Купăста калчисем кăçал та аван çитĕннĕ. Ĕçченсем паха тухăç епле илмеллине лайăх пĕлеççĕ, вĕсем çитĕннĕ калчасене апатлантарнă та ĕнтĕ.

"Слава картофелю" агрофирма ĕçченĕсем акнă çурхи культурăсем те тип-тикĕс шăтса тухнă, уйĕсем пирки калас пулсан, вĕсем тап-таса, хитре. Кĕрхисем те 300 гектар лаптăк çинче аван ешереççĕ. - Кирек хăш вăхăтра килсен те ку уйсем - кăтартуллисем. Вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла, - терĕ ĕçченсене мухтаса ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров.

Тĕп директор Хасиятулла Идиатуллин пухăннисене агрофирма ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ака-сухара усă курнă агротехника вăрттăнлăхĕсене те уçрĕ. Аса илтерем, районта çеç мар, республикăра та малтисен йышĕнчи предприяти сутлăх тата вăрлăхлăх çĕрулми çитĕнтерет, элитлă вăрлăх хатĕрлес енĕпе те тимлет. Кăçал вĕсем "Жуковский", "Импала", "Невский", "Гала" сортлă çĕрулми лартнă. Вăрлăхĕ пирки калас пулсан, вăл - суперэлита. Ĕçченсен ĕмĕт-тĕллевĕ чылай. Тĕслĕхрен, агрофирмăн тĕп директорĕн çумĕ Марат Камальтдинов пĕлтернĕ тăрăх, организаци кăçал Йăлмахва ялĕнче микроколоналлă лаборатори хута ярасшăн. Мĕнех, пысăк квалификациллĕ ĕçченсене ĕçре ăнăçусем çеç сунатпăр.

Часах ĕçлĕ ушкăн Хайртдиновăн фермер хуçалăхне килсе çитрĕ. Кунти пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем аван шăтса тухнă, куккуруса та 50 гектар çинче акса пĕтернĕ. Хуçалăх лартнă "иккĕмĕш çăкăр" вара 60 гектар лаптăкра çитĕнĕ. Рашид Бадрутдинов агроном пухăннисемпе хăйĕн чун ыратăвне те пайларĕ: çамрăксем çемье çавăрнă хыççăнах хулана "тарма" пăхаççĕ. Çавна пула хуçалăхри техника ĕçсĕр "тунсăхлать" иккен.

Уй кунĕн малалли пункчĕ "Искра" колхоз пулчĕ. Ака ĕçĕсем кунта тахçанах вĕçленнĕ. Татьяна Мартынова агроном каланă тăрăх, кĕрхи культурăсем - 150 гектар, урпа - 200, сĕлĕ - 20, пăрçа - 10, пĕр çул ỹсекен курăксем 156 гектар çинче ешерĕç. Палăртмалла, "Искра" колхоз ĕçченĕсем кăçал районта акана пуçлакансем пулчĕç. "Эльф" сортлă çурхи тулла вĕсем 100 гектар акнă, 70 гектар лаптăкри куккурус та шăкăрин шăтнă.

Унтан пухăннисем пурте пĕрле Çĕнĕ Сĕнтĕр уйне çул тытрĕç. "Родина" фермер хуçалăхĕнче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Çĕр ĕçне чунтан парăннă Анатолий Потемкинран вĕренмелли, чăнах та, чылай. Вăл пĕр уйрах, черетлесе, рапспа сĕлĕ хутăшне 180 гектар çинче актарнă. Тирпейлĕ те мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ палăртнă тăрăх, ку хутăшран паха сенаж пулĕ. Хĕллехи кун ĕне выльăх çакăн евĕр витаминлă сĕтек апатшăн каçсах каять, сĕтне те аван антарать иккен. Нумай çул ỹсекен ỹхлĕмпе (костер) люцерна хутăшĕн ани çине çитсен ĕçлĕ ушкăн хăйĕн савăнăçне пытараймарĕ: тип-тикĕс те сип-симĕс калчасем чуна савăнтараççĕ.

- Çак хутăш валли 80 гектар уйăртăмăр. Çумăрĕ кăçал çусах тăчĕ, çавăнпа та ỹсен-тăран парка çитĕнчĕ, çак кунсенче, курăк чечеке лариччен, çулма тухасшăн, - палăртрĕ Анатолий Егорович ертỹçĕ.

Районта çураки мĕнле иртнине "Слава" ЯХПКпа пĕтĕмлетрĕç. Ĕçлĕ ушкăна хутшăннисем пĕр-пĕрне ака ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра ирттернишĕн саламларĕç, йывăр тапхăрсенче пулăшнишĕн, ал панишĕн тав сăмахĕсем калама та манмарĕç.

- Мĕнле тăрăшатăн - çавăн пек тухăç илетĕн. Уйсем ем-ешĕл тумпа ви-тĕнни чĕрене савăнтарчĕ. Эпир çитсе курнă хуçалăхсем пысăк тухăç илессе шанса тăратăп. Пысăк кăтартусемпе хавхалантарнишĕн тавтапуç сире, ĕçтешсем, - терĕ райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов уй кунне пĕтĕмлетсе.

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
09 июня 2017
09:15
Поделиться
;