Комсомольский муниципальный округ

Уяв кунĕсенчи пенси памалли график

Умра - Раççей тата Республика кунĕсем. Çавна май пенси укçине валеçес ĕçе хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Почта çыхăну уйрăмĕсем çак графикпа ĕçлĕç:

июнĕн 9-мĕшĕнче - 9-10-мĕш числосемшĕн;

июнĕн 10-мĕшĕнче - 11 тата 12-мĕшсемшĕн;

июнĕн 23-мĕшĕнче 23 тата 24-мĕшсемшĕн пенси укçи парĕç.

"Сбербанк" вара пенси укçине июнĕн 12 тата 15-мĕш числисенче илекенсене июнĕн 9-мĕшĕнче куçарать.

"Газпромбанк", "Совкомбанк", "Почта Банк" уйрăмĕсем пенси укçине июнĕн 21-мĕшĕнче куçараççĕ. Ытти банксем вара тỹлевсене июнĕн 9-мĕшĕнчех куçарассине пĕлтереççĕ.

Укçа куçнă хыççăн карточка çине тепĕр кун çитессе аса илтеретпĕр.

РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕ



"Каçал Ен"
09 июня 2017
09:19
Поделиться
;