Комсомольский муниципальный округ

Пăрачкавра Республика кунĕ иртет

Республика кунне халалланă мероприятисем кăçал Шупашкар хулисĕр пуçне Пăрачкав районĕнче те иртеççĕ. Июнĕн 24-мĕшĕ чылай мероприятипе пуян пулĕ. Çак кун Пăрачкав районĕнче тĕрлĕ выставкăсем, сăн-ỹкерчĕксен альбомĕн презентацийĕ йĕркелеме палăртнă.

Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн, Раççейри дизайнерсен союзĕн членĕн А.В.Ильинăн выставки. Унпа пĕрлех Раççейри карап ăстине А.Н.Крылов академика халалласа республикăри фестиваль иртет. Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăлкуçĕ", регионсем хушшинчи "Арта" мордва халăх пултарулăх фестивалĕсен участникĕсем те хăйсен юрри-ташипе савăнтарĕç. Республика кунне 10 сехетре, 13 сехетре ĕçпе спорт уявне "Акатуя" Пăрачкаври Тĕп лапамра уçаççĕ. Çавăн пекех 16 сехетре çар искусствисен "Битва на Суре" фестивалĕ пуçланать. Каçхине вара район çыннисемпе хăнасене "Раштав" ансамбль тата Мордва Республикин, Шупашкар хулин, Чулхула облаçĕн артис-чĕсем савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарĕç.

Шупашкар хулинче иртекен уяв та хăнасене савăк кăмăл парнелĕ. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче тĕп хуламăрта "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль, "Руç ăстисем" конкурс, "Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси" XXII курав ĕçлĕ. Çавăн пекех Республика кунĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ ентешсем килсе çитĕç. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Пĕтĕм халăхсен фейерверксен фестивалĕ те куракансене йышлă пухĕ. "Раççей регионĕсем - çĕнĕ аталану çул-йĕрĕсем" (Регионы России - новые точки роста) Шупашкарти X-мĕш экономика форумĕ шайĕнче те нумай мероприяти ирттерме палăртнă.

Республика кунĕ яланхиллех пысăк фейерверкпа вĕçленĕ.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
20 июня 2017
10:02
Поделиться
;