Комсомольский муниципальный округ

Асăнупа хурлану кунĕ

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи çарĕ СССР çине тапăнса кĕнĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă.

Вăрçăра пуç хунисене тата çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă кашни çыннах асăнса çак кун Пĕтĕм Раççейĕпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ: тăнăç пурнăçшăн хăйсен пурнăçĕсене шеллемен çывăх юлташĕсемпе тăванĕсен ячĕпе çуртасем çутса пĕр минут шăп тăраççĕ, палăксемпе мемориалсем умне чĕрĕ чечексем хураççĕ.

1941-1945 çулсенче паттăрлăх кăтартнă салтаксене асра тытса июнĕн 22-мĕшĕнче каçхи 10 сехетре муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн сотрудникĕсемпе районти халăх дружинин членĕсем Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Хурлăхлă церемоние халăх дружинин районти председателĕ Мария Илларионова уçрĕ.

- Çак хăрушă вăрçă миллионшар çын шăпине татнă, инкекпе куççуль, халиччен пулман хуйхă çынсен чĕри витĕр тухнă. Пирĕн паттăрсен ячĕсене яланах асра тытмалла, - терĕ вăл хурланса.

Палăк умне пуçтарăннисем кăвак тỹпешĕн тата мирлĕ пурнăçшăн хăйсене хĕрхенмен паттăрсен ячĕпе çуртасем çутса пĕр минут шăп тăчĕç.

М.ФРОЛОВ



"Каçал Ен"
28 июня 2017
09:06
Поделиться
;