Комсомольский муниципальный округ

Тăван тавралăха упрар

Вăрманта, хитре вырăнсенче канма чăннипех кăмăллă. Анчах та тепĕр чухне тăван тавралăха вараланине куратăн та чунăм пусăрăнать. Вăрманта, çырма-çатрасенче, çул айккисенче çỹп-çап, ăпăр-тапăр куписем сахал мар выртаççĕ. Вĕсене кану хыççăн çеç пăрахса хăвармаççĕ. Чылайăшĕ кил-хуçалăхри кирлĕ мара пуçтарса вăрмана килсе пăрахма вăй çитерет. Вĕсен чĕри тăван тавралăхшăн ыратмасть те-ши? Эпир, çынсем, тавралăха упрас тесе тăрăшмасассăн, ăна кунсерен вараласассăн мĕн патне килсе тухăпăр-ши? Вăрмана е çыран хĕррине кайса каннă хыççăн кашниех хăй хыççăн юлакан япаласене пуçтарса çунтарсассăн епле аван пулмалла. Çакăн пирки тĕплĕнрех шутласа пăхасчĕ. Хамăр пурăнакан вырăн яланах таса та хăтлă пултăр.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
30 июня 2017
09:28
Поделиться
;