Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пулăр, ачасем!

Ачасен çуллахи канăвĕ усăллă та хăйне евĕр ирттĕр тесе аслисем сахал мар тăрăшатпăр. Хăш-пĕр ачасем кану лагерĕсенче сывлăхне çирĕплетеççĕ, теприсем кукашшĕ-кукамăшĕ патне çул тытаççĕ, тата ыттисене килте пурăнма та килĕшет. Вĕсен вăхăчĕ усăллă иртни вара пирĕншĕн чи пахи. Ачасене çул çинче, урамра асăрхануллă пулма вĕрентесси те вара чи малтанах ашшĕ-амăшĕн пысăк тивĕçĕ. Тепĕр чухне вĕсем çул урлă палăртнă вырăнтан каçмаççĕ, велосипедпа çỹренĕ чухне те çул-йĕр правилисене пăхăнма манаççĕ. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Çавăнпа та вăхăтра асăрханмалла. Унпа пĕрлех çулла велосипедсемпе те тимлĕ пулăр. Мĕншĕн тесессĕн шăпах çуллахи вăхăтра вĕсене вăрланă тĕслĕхсен шучĕ ỹсет. Сăлтавĕ - велосипедсене урамра е çурт умĕнче лартса е пĕр-пĕр вырăнта пăрахса хăварни. Ачасем урама ярăнма тухаççĕ те, пĕрле выляса чупнă чухне ярăнмалли хатĕр пирки манаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене, ачасене ярăнмалли хатĕрпе тимлĕ пулма ыйтасшăн.

Р.ЖУКОВА,

районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ



"Каçал Ен"
30 июня 2017
09:16
Поделиться
;