Комсомольский муниципальный округ

Ача наркотикпа ан туслаштăр

 Июлĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче наркотиксене хирĕç ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Канашлура чи малтанах комисси секретарĕ Ольга Соколова Пĕтĕм тĕнчери наркоманипе кĕрешмелли кун районта епле иртнипе паллаштарчĕ. Çак кун тата эрнипех районти шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ, ачасемпе калаçусем ирттернĕ. Наркомани темипе ирттернĕ викторинăсене, çавра сĕтелсене вĕренекенсем хастар хутшăннă.

Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова ачасемпе çамрăксен çуллахи ĕçпе канăвне епле йĕркеленипе паллаштарчĕ. Надежда Александровна пĕлтернĕ тăрăх июнĕн 1-21-мĕшĕсенче районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче 19 лагерь ĕçленĕ. Шкулсем çумĕнчи лагерьсене 794 ача çỹренĕ. Ачасен канăвне йĕркелеме район бюджетĕнчен 2297937 тенкĕ уйăрнă.

Çавăн пекех шкул ачисем республикăри лагерьсенче те сывлăхне çирĕплетеççĕ. 32 ача пĕрремĕш тата иккĕмĕш сменăсенче "Космонавт", "Звездный", "Салют", "Солнышко" лагерьсенче каннă. 3-4-мĕш сменăсенче 28 ача сывлăхне çирĕплетĕ. Тĕллев - ачасен çуллахи канăвне хаваслă ирттересси.

Комиссин черетлĕ ларăвĕнче наркоманипе кĕрешес енĕпе тунă тата пурнăçламалли профилактика мероприятийĕсене сỹтсе явнă май, вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕ анкетировани тата тестировани йĕркелени те пысăк витĕм кỹнине палăртмалла. Çавна май 2016-2017 çулхи вĕренỹ çулĕнче 487 ача тестировани витĕр тухнă. Вĕренекенсем хушшинче усал йăлапа туслисене тупса палăртман.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
04 июля 2017
16:05
Поделиться
;