Комсомольский муниципальный округ

Акци иртет

Кăçалхи юпа уйăхĕн 14-22-мĕшĕсенче Сочире Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ иртет.

Çавна май Раççей патшалăх библиотеки Волонтерсен центрĕсен ассоциацийĕпе тата Раççейри çамрăксемпе ачасен наци пĕрлешĕвĕн канашĕпе пĕрле "Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕн кун кĕнеки. Мускав - 1957, 1985" акци ирттерет.

Ăна çамрăк ăрăва çав тапхăрти пурнăçпа паллаштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Акцие хутшăнас текенсен çав çулсенче фестивальте пулнă çынсен аса илĕвĕсене festival@rgub.ru электрон адреспа çитермелле. Авăн уйăхĕнче Раççей патшалăх библиотекинче вĕсенчен курав йĕркелеççĕ. Юпа уйăхĕнче материалсене фестиваль иртекен лапама куçарĕç. Ĕçсене çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Мускав хули, Пысăк Черкизово урамĕ, 4-мĕш çурт, 1-мĕш корпус.



"Каçал Ен"
04 июля 2017
16:22
Поделиться
;