Комсомольский муниципальный округ

Асăрхануллă пулăр!

Çуллахи каникул - ачасемшĕн савăнăçлă та хаваслă тапхăр. Халь вĕсен, кĕçĕн çулхисен, пушă вăхăт чылай. Çавна май район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси ашшĕ-амăшĕсене уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтать. Тĕпренчĕкĕрсене ача-пăча тата спорт площадкисенче хăйсене çеç ан хăварăр. Вĕсем ăçтине пăхса тĕрĕслесех тăрăр. Парк, шыва кĕмелли вырăнсем те тимлĕхе килĕштереççĕ. Хуçасăр йытăсемпе асăрхануллă пулма вĕрентĕр.

Ачасен пурнăçĕшĕн аслисем яваплă. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял старостисен, участокри полици ĕçченĕсен халăх хушшинче профилактика ĕçĕ-сем ирттермелле, вырăнти нумай ачаллă тата ăнăçсăр çемьесем патне çитсе вĕсемпе çакăн евĕр калаçусем йĕркелемелле. Ашшĕ-амăшне вара ачисемпе тимлĕрех пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтермелле. Ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштармалла. Уçă чỹречесем те хăрушлăх кăларса тăратни пирки манмалла мар. Пĕчĕкскерсем уçă чỹречерен тухса ỹкнĕ тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулнă. Шыва кĕнĕ чухне тимлĕхе çухатни те инкек патне илсе çитерме пултарни пирки манар мар.

Л. ПУШКИНА,

çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси ертỹçи



"Каçал Ен"
04 июля 2017
16:06
Поделиться
;