Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче 2333 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, 1930 тонна утă хатĕрленĕ. Çавăнпа пĕрлех районти хуçалăхсенче сенаж хывас ĕç те малалла пырать. Хальлĕхе пурĕ 2030 тонна сенаж янтăланă: çав шутра "Урожай" колхозра 730 тонна, "Рассвет" ЯХПКра -1000 тонна, "Искра" колхозра - 300 тонна. "Восток" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 1100 тонна силос хатĕрленĕ. Районти хуçалăхсенче ĕçлекенсен паянхи кунхи тĕп тĕллев - çителĕклĕ выльăх-чĕрлĕх апачĕ янтăласси.



"Каçал Ен"
04 июля 2017
16:23
Поделиться
;