Комсомольский муниципальный округ

Форум иртет

 Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕк çамрăкĕсен "Тĕрĕк ылтăнĕ" форум пуçланнă.

Форум икĕ тапхăрпа иртет. Регионти тапхăр утă уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен пулать. Унта Пĕтĕм Раççейри форума хутшăнакан тĕрĕк çамрăкĕсен активисчĕсене суйлаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри тĕрĕк çамрăкĕсен II форумĕ "Тĕрĕк ылтăнĕ" авăн уйăхĕн 10-14-мĕшĕсенче Тутарстан Республикинче иртет. Форума хутшăнакансем валли тулли тата тĕрлĕ енлĕ программа хатĕрленĕ. Тĕрĕк халăхĕсен йăли-йĕркипе паллашни, наци ташшисем, кĕввисем тата ытти те.

Форума хутшăнмалли заявкăсене çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин Культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви йышăнать. Электронлă адрес: culture62@cap.ru, çыхăнмалли телефон 8(8352)64-22-34.



"Каçал Ен"
11 июля 2017
15:01
Поделиться
;