Комсомольский муниципальный округ

Чиртен асăрханмалла

Туберкулез ытларах чухне пĕр çынран теприне сывлăш урлă ерет.

Туберкулезпа чирленĕ çын ỹсĕрнĕ, сунасланă, кулнă е калаçнă вăхăтра туберкулез бациллисем вĕтĕ сурчăк е сĕлекен куçа курăнман вĕтĕ тумламĕсем урлă таврана 2 метртан пуçласа 9 метр таран (1 тумламра 2-3 миллион таран пулаççĕ вĕсем) сарăлма пултараççĕ, сывлăшра 30 минут таран тытăнса тăраççĕ, сывлăш урлă ỹпкене лекеççĕ.

Грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ỹпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăмлăх çĕрнипе çыхăннă чирсем инфекцие хăвăрт аталанма май параççĕ. Операци тунă хыççăн та чир хăвăрт аталанма пултарать. Çавăн пекех нерв, ăс-тăн чирĕпе чирленĕ, табак туртакан е эрех ĕçекен çынсене, япăх условисенче пурăнакансене чир хăвăрт çавăрса илме пултарать. Паллах, чире сарăлма пулăшаканни - чирлĕ çын. Чир ерсен çыннăн мĕнпур органĕ сиенленет. Малтан вăл ỹпкене хавшатать, шăмăсене, çỹлти сывлав органĕсене, хырăмлăха сиенлет. Инфекци теприн сурчăкĕ, шăкпа каяш, сĕт е аш-какай продукчĕсем урлă та ерет. Çак чир наркомансем хушшинче уйрăмах вăйлă сарăлнине çирĕплетет статистика.

Çын хăй туберкулезпа чирлине тỹрех пĕлеймессе те пултарать. Вăл сăлтавсăрах хăвăрт ывăнать, апат анманнипе аптăрать, ăна час-часах тарлаттарать (уйрăмах çĕрле), кĕлетке виçи чакать, ỹслĕк ерет, кăкăр тĕлĕнчен ыратать тата ытти те. Çакăн евĕр паллăсем уйăхран та иртсе каймарĕç пулсан, рентген тĕрĕслевне ирттермеллех. Çулталăкра пĕр хут флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.

Енчен те çуртра çак чирпе чирленисем пулсан, апатланнă чух уйрăм савăтсемпе, алшăллипе тата ытти те усă курмалла. Уçă формăллă туберкулезпа чирлĕ çыннăн шкулта, столовăйĕнче, апат-çимĕç лавккисенче е халăх йышлă пулакан ытти вырăнта ĕçлеме юраманнине асра тытмалла. Туберкулез паллисене вăхăтра тупса палăртсан çак каварлă чире çĕнтерме пулатех.

Гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнни, физкультурăпа туслă пулни, уçă сывлăшра вăрах вăхăт çỹрени, тĕрĕс апатланни чиртен асăрханма пулăшать.

Н.МИННЕТУЛЛИНА,

фтизиатр тухтăр



"Каçал Ен"
14 июля 2017
10:22
Поделиться
;