Комсомольский муниципальный округ

Кадетсен шкулĕ - Шупашкарта

 Тĕп хуламăрта çитес çулхи авăн уйăхĕ тĕлне кадет шкулĕ хута кайĕ. Нумаях пулмасть РФ Оборона министерствинче Чăваш Енре тума палăртнă кадет корпусне пулăшасси пирки тунă килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ корпус республикăри Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн никĕсĕ çинче пулмалла. Ачасене республикăран çеç мар, ытти регионтан та 5-мĕш класран вĕренме йышăнаççĕ. Пурĕ 400-ĕн пĕлỹ пухмалла.

Шупашкарти кадет шкулĕ Атăлçи федераци округĕнче 6-мĕш пулĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Чăваш Енре кадет корпусне хута яни, патшалăхăн тĕп тĕллевне - çамрăксене Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хатĕрлессине - пурнăçа кĕртме май парать. Мĕншĕн тесессĕн шăпах кадет шкулĕнчен вĕренсе тухакансенчен 50-70 проценчĕ пурнăç çулне çарпа çыхăн- тарать, вĕсем çар вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕреççĕ.

Çак кунсенче вара "Старко" фирма Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕпе хисепленекен кадет шкулĕн строительство ĕçне пуçăнчĕ. Кадет корпусĕ валли Шупашкарти Эгер бульварĕнче, Трактор тăвакансен культура керменĕ хыçĕнче 4 пин тăваткал метра яхăн лаптăк уйăрнă. Унсăр пуçне "Ренова" компанисен ушкăнĕ ыр кăмăллăх шучĕпе çывăрмалли корпус тăвать. Ун çывăхĕнче пăр катокĕ, çуран чупмалли çулсем, плац тата футбол площадки пулмалла.

Ачасене тумлантарасси, апатлантарасси йăлтах бюджет шутĕнчен пулмалла. Оборона министерстви шкула хатĕр-хĕтĕрпе, литературăпа тата ыттипе тивĕçтермелле. Çитес çулхи авăн уйăхĕ тĕлне вара вĕренỹ çурчĕ, общежитисем, спорт залĕсем хута каймалла. Çĕнĕ кадет шкулĕ уçăласса республикăра пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Надежда Петрова,

район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ:

- Çĕнĕ кадет шкулĕ çав тери кирлĕ объект. Куншăн кашни çыннăн савăнмалла. Уйрăмах çар профессине суйлас тĕллевпе пурăнакан ачасен. Çакă вĕсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май парать те. Мĕншĕн тесен кадет шкулĕнче пĕлỹ пухакансем хăйсен пурнăçне тỹрремĕнех çарпа çыхăнтарасси паллă. Сăмахран, эпир те кăçал Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче сентябрĕн 1-мĕшĕнче кадетсен классне хута яратпăр. Унта чи маттур та çирĕп вăй-халлă 28 вĕренекен пĕлỹ пухĕ. Çитес çул Шупашкарта хута каякан кадет корпусĕн алăкĕсене пирĕн район ачисем те уçасса шанатпăр.



"Каçал Ен"
14 июля 2017
10:43
Поделиться
;