Комсомольский муниципальный округ

Конкурса хутшăнма васкăр

Социаллă роликсен Пĕтĕм Раççейри "Новый взгляд. Прокуратура против коррупции" VII конкурсне ĕçсем йышăнма тытăннă. Асăннă конкурса кашни çулах регионсем хушшинчи "Мир молодежи" обществăлла фонд йĕркелет.

"Новый взгляд" - социаллă реклама сферинчи çамрăксен чи пысăк проекчĕ. Çавна май унта хутшăнакансен обществăри ку е ытти проблемăсене çутатмалла, вĕсене епле татса памаллине каласа памалла. Пултарулăх конкурсне хутшăнакансен "Прокуратура против коррупции" темăпа видеороликсем тата плакатсем хатĕрлемелле.

Ĕçсене сентябрĕн 29-мĕшĕччен www.tvoykonkurs.ru сайта ярса памалла. Вĕсене икĕ номинаципе хатĕрлемелле: "Социальный плакат", "Социальный видеоролик". Конкурса 14-30 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.



"Каçал Ен"
14 июля 2017
10:38
Поделиться
;