Комсомольский муниципальный округ

Малтисен йышĕнче

Иртнĕ кунсенче Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелсем ял 392 çул тултарнине анлăн паллă турĕç.

Вăйă картинче чăваш тумĕ тăхăннă ял халăхĕпе пĕрлех сумлă хăнасем те юрăсем шăрантарчĕç, вăйăсем вылярĕç. Наци апатне тĕпе хурса хатĕрленĕ сĕтел çинчи шăрттанпа чăкăт, кăпăклă сăрипе те кашниех сăйланчĕ. Çав вăхăтрах сцена çине тухакансем юрри-ташшипе пухăннисене тĕлĕнтерчĕç.

Уявра юрă-ташăпа пĕрлех спорт ăмăртăвĕсем те йĕркелерĕç. Волейболла вылярĕç, алă вăйне виçрĕç, ирĕклĕ майпа кĕрешрĕç. Асăннă уява Комсомольски районĕн çамрăкĕсем те çитсе курчĕç. Вĕсем кунта ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн тупăшрĕç. Тĕслĕхрен, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Антон Андреев 28 килограмм виçеллисем хушшинче 2-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. 25 килограмм виçеллисем хушшинче вара 3-мĕш вырăна Николай Петров тухрĕ. Вăл Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Букет Чувашии" ООО-н тĕп директорĕ, унсăр пуçне çак ялта çуралса ỹснĕ Олег Мешков çĕнтерỹçĕсене асăнмалăх парнесем парса чысларĕ.

В.ДЕНИСОВ,

тренер



"Каçал Ен"
14 июля 2017
10:35
Поделиться
;