Перекет банкĕнче пулса куртăмăр
"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн воспитателĕсем шăпăрлансем тĕрлĕ енлĕ аталанччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Акă, вĕсем çак тĕллеве пур- нăçласа аслă ушкăна çỹрекен ачасемпе районти Перекет банкне çитсе курчĕç.
Асăннă банк ертỹçи Ирек Шайдуллин пĕчĕккисене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Чулпан Зиятдиновна вара ачасене пỹлĕмсем тăрăх илсе çỹрерĕ, банк ĕçченĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Экскурсири ачасем "Кредит", "Валюта", "Банкомат" çĕнĕ сăмахсем мĕне пĕлтернине те ăнланчĕç.
Экскурси вĕçĕнче Ирек Хасиятуллович ачасене асăнмалăх 2014 çулта иртнĕ Олимпиадăна халалласа кăларнă ятарлă укçа парса савăнтарчĕ. Пĕчĕккисем хушшинче банкра ĕçлес кăмăллисем те пулчĕç.
- Кунта тăрăшас тесен шкулта лайăх вĕренмелле. Ăслă, тăнлă çынна пур çĕрте те хисеплеççĕ, уншăн вара ачаранах аслисене итлеме хăнăхмалла, - терĕ ертỹçĕ ачасене ăшă кулăпа ăсатса янă май.
Садике таврăннă чухне вара Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕлесе пуçĕсене хунă паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк умне кĕтĕмĕр, сăн- ỹкерчĕк турăмăр. Ача садне тулли те хавас кăмăлпа таврăнтăмăр. Экскурси пурне те питĕ килĕшрĕ.
В.НИКИФОРОВА,
"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн воспитателĕ