Районта пурăнакансем июлĕн 15-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексене, бассейна тỹлевсĕр кĕме пултараççĕ. Ырă пуçарăва йĕркелесе янăранпа 4 çул çитрĕ. Унăн тĕллевĕ - республикăра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, спортпа туслаштарасси.