Комсомольский муниципальный округ

Грант илме конкурса хутшăнмалла

Ял хуçалăх предприятийĕсене аталанма майсем туса парас тата вĕсене пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви грант илме конкурс пуçланнине пĕлтерет. Документсене июлĕн 11-мĕшĕнчен августăн 11-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Вĕсене çак адреспа çитермелле: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт, 216-мĕш пỹлĕм. Информаципе тĕплĕнрех район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕнче паллашма пулать. 8(8352) 64-22-44 номерпе шăнкăравлама е agro32@cap.ru адреспа çырма май пур.

Н.АЛЕКСАНДРОВА



"Каçал Ен"
18 июля 2017
09:03
Поделиться
;