Комсомольский муниципальный округ

Пĕрисем курса савăнма, теприсем тавар туянма пынă

Йăлана кĕнĕ тăрăх, утă уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче, июлĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне паллă турăмăр. Ăна 1922 çулта Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен альянсĕн Тĕп комитечĕ çирĕплетнĕ. 800 миллион çынна пĕрлештерекен нумай отрасльлĕ тытăмра Раççей Федерацийĕнчи потребительсен кооперацийĕ тивĕçлĕ вырăн йышăнать.

Комсомольски райповĕ те - ăнăçлă ĕçлесе пыракансен йышĕнче. Çакна цифрăсемпе ỹсĕмĕсем çирĕплетеççĕ. Шăпах маттуррисем, ĕçченнисем иртнĕ эрнекун, июлĕн 14-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне халалланă уявра парнесемпе наградăсене тивĕçрĕç. Вăл çеç те мар, çак кун районта пурăнакансемшĕн чăн уяв пулчĕ.

Район центрĕнчи кану паркĕнче йĕркеленĕ уява ватти-вĕтти те, çамрăкки те чылай пухăнчĕ. Суту-илỹ ĕçченĕсене, ветерансемпе пайщиксене, тавар туянакансене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, райпо совечĕн ертỹçи Евгений Карпеев тата ытти нумай сумлă хăна, партнерсем хĕрỹллĕн саламларĕç. Малашне те тăрăшуллă ĕçлесе малтисен ретĕнче пулма çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕç. Нумай ĕçчене РФ Центросоюзăн, Чăвашпотребсоюзăн тата райпо совечĕн наградисене парса саламларĕç.

Уяв программине чăннипех те тĕрлĕ енлĕ йĕркеленĕ. Ача-пăчана савăнма малтанах хаваслă дискотека пулчĕ.

Уяв концертĕнче Альбинăпа Виктор, Александр Кокшинсем, Марина Волкова, Шупашкар хулинчен килнĕ Валентина Кузнецова тата ытти юрăçсем савăк юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Шашлăк, техĕмлĕ ытти апат-çимĕçпе сăйлакансем вара уйрăмах нумай пулчĕç. Райпо ĕçченĕсем хатĕрлекен апат-çимĕç ассортименчĕ чăннипех те тĕрлĕ енлĕ.

Район центрĕнче пурăнакансем çеç мар, ялсенчен те йышлăн килнĕ уява. Вĕсем тĕрлĕ продукци туянчĕç, фейерверк курса киленчĕç.

А.АНТОНОВА



"Каçал Ен"
18 июля 2017
09:31
Поделиться
;