Комсомольский муниципальный округ

Сăнав иртĕ

РФ Правительствин 2017 çулхи утă уйăхĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Росстат суйлавлă сăнав ирттерет. Унăн тĕллевĕ - çĕршывра пурăнакансене сывлăха сыхлассипе, вĕрентỹпе, социаллă ыйтусемпе, ĕçпе мĕнле тивĕçтернине туллин уçса парасси тата çакă çемье ырлăхне витĕм кỹнине палăртасси.

Кун пек тишкерỹсем патшалăх программине пурнăçа кĕртме кирлĕ. Сăнав кулленхи пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене, çитменлĕхсене уçса парать.

Суйлавлă сăнава Раççей Федерацийĕн мĕн пур регионĕнче ирттереççĕ. Пурĕ 48 пин кил хуçалăха тишкермелле. Чăваш Енре Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпỹ, Етĕрне хулисемпе Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар районĕсенчи 500 кил хуçалăха списока кĕртнĕ.

Респондентсем валли ыйтусем ушкăна кура тĕрлĕрен пулĕç, хатĕр хуравсене суйласа илме ирĕк пур. Вĕсене çын каланă тăрăх çырĕç, документ кăтартмалла мар. Ыйтса пĕлекенсем - Чăвашстат ĕçченĕсем. Вĕсен вара федераци патшалăх статистикин удостоверенине кăтартмалла, пуçтарнă сведени вăрттăнлăхра юлĕ. Унпа статистика кăтартăвне пĕтĕмлетме усă курĕç.



"Каçал Ен"
18 июля 2017
09:38
Поделиться
;