ЗАГС пĕлтерет
2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 102 ача кун çути курнă, вĕсенчен 56-шĕ арçын ачасем пулсан, 46-шĕ вара - хĕрачасем. Ашшĕ-амăшĕ ытларах Артемий, Кирилл, Матвей, Камил тата Роман ятсене кăмăллани палăрать. Хĕрачасем хушшинче чи анлă сарăлнă ятсем те пур. Вĕсем - Анна, Аделина, Дарья, Ксения, Мадина.
Асăннă вăхăт тĕлне районта пурĕ 54 çемье чăмăртаннă, уйрăлнисен шучĕ вара 19-па танлашать. Вĕсенчен 16-шĕ суд йышăнăвĕпе уйрăлнă.
Шел пулин те, вилекенсен шучĕ те районта сахалах мар. Пурĕ - 190 çын. Вĕсенчен 93-ĕшĕ - арçынсем, 97-шĕ - хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам çулне палăртас пулсан, вăл 65, хĕрарăмсен вара 76 çулпа танлашать.
"Каçал Ен"