Комсомольский муниципальный округ

Хушма суйлава хатĕрленетпĕр

Кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи суйлав кунĕ пулĕ. Ун чухне ЧР Патшалăх Канашĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен çитмен депутачĕсене суйлĕç. Çак мероприяти пирĕн районтан та пăрăнса иртмен. Александровка 11-мĕш тата Кайнлăк 7-мĕш пĕр мандатлă округĕсенче пĕрер депутат суйлама тивет.

Политика партийĕсемпе пĕрлешĕвĕсем хăйсен кандидатурисене сĕнме пикенчĕç те ĕнтĕ. Депутат пулас текенсенчен заявленисене июлĕн 31-мĕшĕччен (18 сехетчен) йышăнатпăр.

Н.РОЗОВА,

ТСК председателĕ



"Каçал Ен"
21 июля 2017
09:48
Поделиться
;