Комсомольский муниципальный округ

"Халăх тĕрĕслевĕ" пулăшать

Республикăра пурăнакансене мĕн пăшăрхантарнине пĕлме, лару-тăрăва уçăмлатма, тивĕçлĕ пулăшу пама 2014 çулта Чăваш Енре "Халăх тĕрĕслевĕ" ("Народный контроль") портал ĕçлеме пикенчĕ.

Унпа çынсем чăннипех те анлăн усă кураççĕ. Портала тăратнă ыйтăва та 10 ĕç кунĕнче пăхса тухса хурав параççĕ. Унпа пĕрлех ыйту çыракан харпăр хăй кабинетĕнче ыйтăва мĕнлерех татса панине сăнаса тăма пултарать. Çырупа пĕрле сăнỹкер-чĕксене те çирĕплетме пулать.

"Халăх тĕрĕслевĕ" портала 3 çул хушшинче 1300 яхăн ыйту пынă. Порталта "Çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕ", "Çыхăну", "Социаллă сфера", "Бизнес", "Экологи", "Инфраструктура тата тирпей-илем кĕртесси", "Çулсем" , "Ял хуçалăхĕ" направленисене пырса тивекен ыйтусене йышăнаççĕ.

Тишкерỹ хыççăн акă мĕн паллă. Ыйту çыракансенчен ытларахăшне (50,7 проценчĕ) территорие тирпей-илем кĕртесси пăшăрхантарать. Чи малтанах урамсенче çутă пулманнипе, çурт умĕсене юртан тасатманнипе, пылчăклă пулнипе, тротуарсем ваннипе кăмăлсăр. Порталпа усă куракансенчен 23,3 проценчĕ çул-йĕр ыйтăвне хускатнă.

Республикăра пурăнакансене пăшăрхантаракан тепĕр ыйту вăл - коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси. Ресурспа усă куракансене нумай хваттерлĕ çуртсен шăпи, ăшă шыв парасси, çуртсене ăшăтасси, управляющи компанин ĕçĕ пăшăрхантарать.

"Халăх тĕрĕслевĕ" портал республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене айккинче хăварман. Çавăнпа та сире мĕн те пулин пăшăрхантарать пулсассăн тỹрех портала çырса пĕлтерĕр. Унта ыйту çырма чи малтанах патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче регистрациленни кирлĕ. Смартфон тата планшет хуçисем "Чăваш Ен халăх контролĕ" ятарлă мобильлĕ приложенипе усă курма пултараççĕ.

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви



"Каçал Ен"
21 июля 2017
10:12
Поделиться
;