Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче хĕрсех утă хатĕрлеççĕ, сенажпа силос хываççĕ.

Паянхи кун тĕлне нумай çул ỹсекен курăксен 4802 гектарне çулнă. Çанталăкĕ çумăрлăрах тăчĕ пулин те, ял ĕçченĕсем 5705 тонна утă хатĕрленĕ. Ку енĕпе уйрăмах "Дружба" (550 тонна) тата "Слава" ЯХПКсем (421 тонна) аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. "Восток" ЯХПКра вара 1500 тонна силос хывнă.

Сенаж пурĕ 13290 тонна янтăланă. "Труд" ЯХПКра 1470 тонна, "Урожай" колхозра - 1450, "Рассвет" ЯХПКра 1250 тонна хатĕрленĕ.

В.НИКИФОРОВ



"Каçал Ен"
21 июля 2017
09:44
Поделиться
;