Ах, юрату, юрату - мĕн тери сан хăвату!
Пурнăçăн вăрăм çулĕ çинче тĕрлĕ çынпа паллашма, курнăçма, калаçма тỹр килет. Кашнийĕн хăйĕн шăпи. Кирек камра та лайăххине, тепĕр çынра çуккине курма, кашнинех уйрăммăн сăнлама пулать. Çыннăн чыс-хисепне ỹстерекенни вара - тăрăшулăх, сăпайлăх, ыркăмăллăх.
Çак статьяра сăмахăм Комсомольскинче пурăнакан, хисеплĕ ватлăхри Владимир Иванович Бормотин çинчен пулĕ. 1936 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Хурнай ялĕнче кун çути курнă çак пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çын. Унăн ачалăхне те, çамрăклăхне те ниепле те çăмăл пулнă теме çук. Хура-шурне сахалах мар тỹсме тивнĕ ăна мĕн ачаранах. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕрсен нимĕнле виçепе виçейми хаяр вăрçă пуçланса каять. Володьăн виçĕ пиччĕшĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме вăрçă хирне тухса каять. Иккĕшĕ вара вăрçă вутĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă, тăван кил вĕсене кĕтсе илеймен.
1944 çулта Володя Хырхĕрри 7 çул вĕренмелли шкулне çỹреме пуçлать. Ача вĕренỹре те хастар, ĕçре те пултаруллă, спортра та лайăх кăтартусемпе палăрать. Акă, сăмахран, 1950 çулта çăмăл атлетика енĕпе иртекен районти ăмăртусенче 100 метрлă дистанцире район чемпионĕ пулса тăрать.1952 çулта Хырхĕрри шкулне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Комсомольски вăтам шкулне 8-мĕш класа çỹреме пуçлать. Ялтан çак шкула 7 ача çỹренĕ. Ирхине 6 сехетре тухса утаççĕ те уроксем хыççăн киле таврăнаççĕ. Ку шкулта саккăрмĕшсен класс руководителĕ Юлия Антиповна Коновалова пулнă. Ун çинчен паян та ăшă сăмахсемпе аса илет Владимир Иванович. "Асăннă çулсенче вăтам шкулта вĕреннĕшĕн кашни вĕренỹ çулĕнче 150 тенкĕ тỹлемелле пулнă. Килте пĕр пус укçа та çук. Ирĕксĕрех шкула çỹреме пăрахмалла пулчĕ", - каласа парать паян ĕç ветеранĕ. Пĕр уйăх та иртмест, Хырхĕрри енне Комсомольскинчен 10 çухрăм çуран утса Бормотинсем патне класс руководителĕ Юлия Коновалова çитет. Шкула çỹреме мĕншĕн пăрахнин сăлтавне ăнланчĕ учительница. "Володя, ыранах шкула пыр, вĕренме тытăн", - тесе хăварать Юлия Антиповна. Çамрăкăн кăмăлне çак сăмахсем çĕклерĕçех ĕнтĕ, малалла вĕренес ĕмĕтне те çирĕплетрĕç. Çапла вара Хырхĕрри каччи 1954 çулта вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестата алла илет. "Мана Юлия Антиповна пурнăç çулĕпе малалла çирĕппĕн утма, ĕмĕте, тĕллевсене пурнăçлама çул уçса пачĕ. Мĕнле-ха пĕтĕм чĕререн, çĕре çити пуç тайса тав тумăн хисепе тивĕçлĕ учительницăна", - кашни сăмахне витĕмлетсе калама тăрăшрĕ Владимир Иванович. Çав вăхăтсене аса илме те йывăр пулчĕ пулмалла ăна.
Çамрăк Володя пĕлĕвне малалла ỹстерес тĕллевпе Ростов облаçне тухса каять. Ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. Çав тапхăрта çĕршыв экономикăна çĕнĕ улшăнусем кĕртес тĕллевпе (уйрăмах ял хуçалăхĕнче) 1954 çулхи март уйăхĕнче çĕнĕ çĕрсем уçасси пирки ятарлă йышăну тăвать. Çавăн пек çĕрсем уйрăмах Казахстанра, Алтай крайĕнче нумай пулнă.
Сухаласа, акса хăварнипе кăна мар вĕт-ха, хỹхĕм ỹссе çитĕннĕ тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса илсе патшалăх пỹлмине те хывмалла. 1956 çулта Ростов облаçĕнче ултă пин çынран тăракан студентсен пĕрлештернĕ отрядне йĕркелеççĕ. Хырхĕрри каччи ун чухне шăпах асăннă облаçра ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Çак техникум студенчĕсем, 30 çамрăк, пĕрлештернĕ отряд шутне кĕреççĕ. "Поезд пире Дон çинчи Ростова илсе кайрĕ, унтан - Акмолинска (Казахстан). Çул çинче состав пысăк хуласенче чарăнатчĕ. Пире çар чаçĕсен столовăйĕнче апат çитеретчĕç. Юрласа, ташласа, шỹтлесе (çамрăкăн тата мĕн тумалла?!) Казахстана çитрĕмĕр, Акмолинск хулине. Халĕ ку хула Астана ятлă, вăл - Казахстанăн тĕп хули. Çакăнта ĕнтĕ эпĕ пĕрремĕш хут кумыс мĕн тутине пĕлтĕм, - аса илет Владимир Иванович. - Пире "Буревестник" совхоза яма йышăнчĕç. 150 çухрăм та кайрăмăр пулĕ, çул çинче темиçе ял çеç тĕл пулчĕ. Ирхине пирĕн ушкăна совхоз уйрăмĕсем тăрăх пайласа ячĕç. Эпир 2-мĕш уйрăма лекрĕмĕр. Пуçланчĕ вара хĕрỹ ĕç. Кашнине "Сталинец-6" комбайн çирĕплетсе пачĕç. Вăл вăхăтра совхозăн хăйĕн комбайнерсем пулман. Комбайнсене вырмана хатĕрлемелле - пĕрремĕш задача тухса тăчĕ пирĕн ума. Совхозăн 30 пин гектар сухалакан çĕр. Пирĕн районăнни чухлех темелле. Çак лаптăк çине пĕтĕмпех кĕрхи тулă акнă. Ăна пуçтарса илме 130 комбайн пур. Вĕсене вырмана хатĕрлесе çитермелле. Тăрăшмасан кая юлатăн, вырмана хутшăнаймастăн", - тăсрĕ сăмахне целинник.
Вырма ĕçĕсем пуçлансан, малтанхи вăхăтра ĕç кал-кал пынă теме çук - çапса тĕшĕленĕ тулла йĕтемсем çине турттарса тухма автомашинăсем çитмен. Комбайнсем чарăна-чарăна ĕçленĕ. Нумай та вăхăт иртмен, çар чаçĕсенчен пулăшу çитнĕ, мĕн чухлĕ автомашина! Казахстанри çанталăк условийĕсем хирте çĕрĕпех тырра çапса тĕшĕлеме май параççĕ - сывлăм ỹкмест. "Талăксерен 20-шер сехет таранах ĕçлеттĕмĕр. Ирхине 4 сехетре уй-хир комбайнсен сассипе тулатчĕ. Çурçĕр иртсен тулă пусси шăпланатчĕ - канма каяттăмăр. Çапла эпĕ хамăн комбайнпа 300 ытла гектар тулă çапса тĕшĕлерĕм, йĕтем çине 210 тонна ăсатрăм", - вĕçлерĕ сăмахне çерем çĕрпе çыхăннă пурнăçĕн пĕр тапхăрĕ çинчен пыракан калаçăва. Владимир Иванович çĕнĕ çĕрсене уçнă çĕрте пысăк активлăх кăтартнăшăн патшалăх наградисене те тивĕçнĕ.
1961 çулта Володя Кĕçĕн Каçалти культура çуртĕнче Маргарита ятлă питĕ хỹхĕм хĕрачапа паллашать. Юрату çулăмĕ кунран-кун вăй илсе пырать, икĕ çамрăк çав çулах туй кĕрекине ларать. Маргарита Кузьминичнăпа Владимир Иванович çемйинче ăнланулăх, килĕшỹ, вĕри юрату 55 çул хуçаланать. Туслă мăшăр икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çуртне тĕпрен юсаса тирпей-илем кĕртнĕ, сад чĕртнĕ, пахчаçимĕç çитĕнтернĕ, хурт-хăмăр та ĕрчетнĕ. Питĕ шел, икĕ çул каялла Маргарита Кузьминична çывăх çыннисенчен, тăванĕсенчен, ял-йышран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çак калама çук пысăк çухатăва çемье пуçĕ те çав тери йывăррăн чăтса ирттернине унăн сăмахĕсемех уççăн çирĕплетеççĕ. Вăл ĕçпе кăштах та пулин йăпанăç тупать пулмалла, çакна унăн калаçăвĕнчен туятăн.
"Вĕлле хурчĕсем питĕ харсăрри чуна савăнтарать,- тет ĕç ветеранĕ. - Вĕсем пĕрин хыççăн тепри хăйсем суйласа тупнă вырăна вĕçсе каяççĕ те йывăррăн вĕçсе килсе вĕллене кĕреççĕ. Чечексенчен пуçтарнă нектара пушатса хăварса каллех çула тухаççĕ. Эпир те кашнийĕ вĕлле хурчĕсем пек тăрăшса ĕçлесен пирĕн пурнăç та лайăх еннелле улшăнасси пирки пĕр иккĕленỹ те çук",- вĕçлерĕ чылая пынă калаçăва.
В.ГАВРИЛОВ