Комсомольский муниципальный округ

Акцие кашниех хутшăнар

Раççейре - Экологи çулталăкĕ. Çавна май сентябрĕн 2-30-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейре "Симĕс Раççей" экологи субботникне ирттерме палăртнă. Çак тапхăрта Сахалинран пуçласа Калининград таранах миллионшар çын харпăр хăй вырăнне тасатĕ тата тирпей-илем кỹрĕ. Сăмах май каласан, асăннă экологи мероприятийĕ кăçалхипе 5-мĕш хут иртет.

Кăçалхи Экологи çулталăкĕнчи паллă кунра Комсомольски район администрацийĕ район çыннисене асăннă мероприятие хастар хутшăнма йыхравлать. Харăссăн кар! тăрса ĕçлени кăмăла та уçĕ, тирпей-илемĕ те хамăршăнах. Сăваплă ĕçе хутшăнма пултарни вăл - пысăк телей!



"Каçал Ен"
25 июля 2017
14:19
Поделиться
;