Комсомольский муниципальный округ

"Шанчăклă ачалăх" акци

Республикăри ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина пуçарнă. Йĕркелỹ комитетне Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăпа ведомство ĕçченĕсем тата общество хастарĕсем кĕнĕ.

- Ачасен пурнăçĕшĕн аслисемпе ашшĕ-амăшĕ яваплă. Пирĕн тĕп тивĕç - ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. "Шанчăклă ачалăх" акцие кашниех хутшăнма пултарать. Шăпăрлансем хăйсене килте те, вăйă лапамĕсемпе ытти вырăнсенче те хỹтлĕхлĕ туйччăр, - тенĕ Елена Сапаркина.

Акци вăхăтĕнче ачасене инкек-синкекрен сыхлас тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Тĕслĕхрен, çак тапхăрта кĕçĕн çулхи туссене çул-йĕр правилисене пăхăнма, халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче хăйсене тытма вĕрентĕç. Çавăн пекех нумай ачаллă, тулли мар тата усрава илнĕ çемьесемпе те ĕçлĕç.



"Каçал Ен"
25 июля 2017
11:45
Поделиться
;