Комсомольский муниципальный округ

Рейтингра палăрнă

Чăваш Республики бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕпе чи çỹллĕ шайри ушкăнри регионсен шутне кĕнĕ.

Наукăпа финанс тĕпчев институчĕ (НИФИ) Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи патшалăх учрежденийĕсен бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăх шайне пĕтĕмлетнĕ. Ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне хакланă хыççăн, Чăваш Республики 2017 çулта 7-10-мĕш вырăнсене тухнă. Палăртса хăвармалла, çак кăтартупа 2016 çулта Чăваш Республики 16-мĕш вырăнта çеç тăнă пулнă.

Бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăх шайĕ енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта.



"Каçал Ен"
25 июля 2017
14:22
Поделиться
;