Комсомольский муниципальный округ

Хăюллă салтак шăпи

Минатур Шайдулин 1915 çулта Тукай Мишер ялĕнче çуралнă. 1941 çулта ăна çара кайма повестка панă. Килĕнче вара мăшăрĕ, Рахима, юлнă.

Тăван çĕршыв хăрушлăхра. Ăна тăшман аллине парас мар тесе миллионшар салтак хỹтĕлевçĕ пулса тăнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче Минатур та нимĕçсене хирĕç çапăçать. Архив докуменчĕсемпе паллашнă май Минатур Шайдулин гварди хĕрлĕармеецĕ 1-мĕш Прибалтика фронтĕнче 28-мĕш танксен бригадинче 4-мĕш моторизированнăй инженер батальонĕнче сапер пулни паллă.

Духовщинăпа Рудня тĕлĕнчи хĕрỹ çапăçусенче Шайдулин танк çинче ларса пырса тăшмансем пуçтарăннă, питĕ вăйлă перекен пулемет точкисем çинчен танк экипажне пĕлтерсе пынă. Хăюллă салтак нумай тăшмана леш тĕнчене ăсатнă, аманнă салтаксене вăрçă хирĕнчен хỹтĕрех вырăнсене илсе тухнă. Çав самантрах вĕсен хĕç-пăшалĕ пирки те манман. Питĕ вăйлă артиллери, миномет тата пулемет тĕлли-паллисĕр пенĕ самантсенче танксем çỹремелли çула тĕрĕслесе тăнă. 1943 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче хăюллă та паттăр салтака батальон командирĕ "За боевые заслуги" медаль пама хушу хатĕрленĕ. Часах вара, темиçе кунран, октябрĕн 12-мĕшĕнче, Минатур Шайдулина наградăлаççĕ.

Нумай та вăхăт иртмест, 1943 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче, Смоленск облаçĕн Усвятски районĕнчи Чурилово ялĕнче пирĕн ентеше тăшман диверсанчĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупма пулăшать. Архивра Минатур Шайдулин канлĕх тупнă вырăнĕн схеми те упранса юлнă. Ăна Пожары ялĕ çывăхĕнчи Кляжи юханшыв урлă каçсан, кĕпертен 10 метр хĕвелтухăç еннерех, пытарнă. Псков облаçĕн Усвятски районĕнчи Узкое ялĕ çывăхĕнче 158 салтака тепĕр хут чавса чикнĕ тăванла масарта та Минатур Шайдулин ячĕ пур.

Асăннă салтак ячĕ "Астăвăм" кĕнекере Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер ялĕнчи вăрçăран таврăнайманнисем хушшинче çук.

П.ЗАЙЦЕВ



"Каçал Ен"
28 июля 2017
17:29
Поделиться
;