Комсомольский муниципальный округ

Комиссин пĕрремĕш ларăвĕ

Ĕнер, июлĕн 27-мĕшĕнче, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн конкурсне ирттерме суйланă комиссин пĕрремĕш ларăвĕ пулнă. Конкурс комиссийĕн йышĕнче сакăр çын: тăваттăшне район депутачĕсен Пухăвĕнче палăртнăччĕ, тепĕр тăваттăшне - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе.

Ларура комисси председательне, унăн çумне тата секретарьне суйланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Петр Краснова председателе çирĕплетнĕ.

Комисси членĕсем Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн конкурсне ирттермелли куна, вăхăта тата вырăна палăртнă. Кандидатсенчен июлĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа августăн 22-мĕшĕччен (8-тан 17 сехетчен) заявленисем йышăнаççĕ. Конкурс августăн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн 44-мĕш кабинетĕнче 10 сехетре пулать.



"Каçал Ен"
28 июля 2017
17:40
Поделиться
;