Комсомольский муниципальный округ

Урмаелсем сала тăвасшăн

Урмаел ялĕнче пурăнакансем ялтан сала тăвас шухăшпа пурăнаççĕ. Вĕсем çак пуçарупа ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвне çитнĕ. Депутатсен Пухăвĕн июлĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче асăннă ыйтăва пăхса тухнă. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин вырăнти референдум çинчен калакан саккунĕсем çине таянса, сентябрĕн 10-мĕшĕнче Урмаел ял тăрăхĕнче референдум йĕркелеме йышăннă. Унта "Эсир Урмаел ялне сала тăвас шухăша ырлатăр-и?" текен ыйту çине "Çапла" е "Çук" тесе хуравламалла пулĕ.



"Каçал Ен"
28 июля 2017
17:35
Поделиться
;