Комсомольский муниципальный округ

Бюджет 2,2 миллиард тенкĕлĕх пысăкланать

Республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ 4,4 процент пысăкланать - 2,2 миллиард тенкĕ хушăнать. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ЧР пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ. Бюджет çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси ларура тĕп ыйту пулнă.

Бюджета пысăклатма май килнине Михаил Игнатьев экономика аван ĕçленипе сăлтавланă. Çавна май уççăн ĕçлекен, налуксене тỹрĕ кăмăлпа тỹлекен предприятисемпе организацисене тав тунă. Çапах хамăрăн тупăшсем хыснана ытларах кĕнинче вăл "тивĕçлĕ тытăмсем вăрттăн схемăсемпе ĕçлекенсене тупса палăртас енĕпе çине тăрса ĕçленин витĕмĕ пуррине" те пытарман.



"Каçал Ен"
01 августа 2017
17:29
Поделиться
;