Комсомольский муниципальный округ

Вăрмана пушартан сыхлар

Вăрман - пирĕн пысăк пуянлăх, çĕр-планетăн ỹпки тетпĕр.

Çавна май вăрманта канакан тата ĕçлекен кашни çыннăн çакна асра тытмалла:

- лăсăллă çамрăк посадкăсенче тата ытти вырăнта кăвайт чĕртме юрамасть; ятарласа тунă вырăнта çеç, çулăм типĕ курăк çине сиксе ỹкеймен çĕрте, кăвайт чĕртме сĕнеççĕ;

- предприятисемпе организацисен, граждансен вăрман çывăхĕнчи типĕ курăка çунтармалла мар, йăлари çỹп-çап та пăрахмалла мар.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснăшăн РФ Административлă кодексĕн 8.32 тата РФ Уголовлă кодексĕн 261 статйисемпе явап тыттараççĕ.

Енчен те эсир вăрманти пушара куртăр тата ăна хăвăр тĕллĕн сỹнтерейместĕр тĕк, Шăмăршăри лесничествăна 8(83546)2-35-81 е 2-35-31 номерсемпе пĕлтерĕр. Пушар хуралне "01", кĕсье телефонĕсенчен "112", "101" номерсемпе шăнкăравламалла.

Пирĕн пĕрлехи тивĕç - вăрмана хỹтĕлесси тата çутçанталăка упрасси. Район çыннисене вăрманта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма чĕнсе калатпăр.

Шăмăршă вăрман лесничестви



"Каçал Ен"
01 августа 2017
17:28
Поделиться
;