Комсомольский муниципальный округ

Ашшĕн воспитанийĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ

Амăшĕ ача пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни çинчен сахал мар çырнă. Каламасăрах паллă, вăл тĕпренчĕкĕшĕн чи хакли. Анчах та ку чухне ашшĕн те ача аталанăвне сахал мар тỹпе хывмаллине астумалла. Кашни арçыннăнах лайăх ашшĕ тата мăшăр пуласси - яваплă тивĕç. Ытахальтен мар ĕнтĕ çемьере шăп та шай ашшĕ тĕп вăй, çемье пуçĕ шутланать. Чи малтанах çемьере ашшĕн шанчăклă аслă юлташ, сĕнỹ-канаш паракан, хуйхă-суйхăра, савăнăçра мăшăрĕпе ачисене пулăшакан çын пулмалла. Анчах та паян пирĕн хушăра ĕçленипе ачасене воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕсем те сахал мар-ха. Тĕпренчĕк пĕчĕкренех çывăх çыннинче тĕрев тупма пултарасса шанса ỹсет. Çавăнпа та çитĕнерехпе унра çак шанчăка сỹнтерес мар тесен ашшĕн ачасемшĕн вĕрентекен, çĕнĕ уçлăхсене уçма пулăшакан чи çывăх çын пулмалла. Ăсчахсем ашшĕпе тăтăшах калаçни ачасен ăс-хакăл аталанăвĕ çине витĕм кỹнине, яваплăх туйăмне ỹстернине, çирĕп тĕллевлĕрех пулма хăнăхтарнине палăртаççĕ.

Ашшĕ юнашар пулни арçын ачашăн та, хĕрачашăн та çав тери пĕлтерĕшлĕ. Унăн лайăх пахалăхĕсене тĕпе хурса, вăл амăшĕпе, мăшăрĕпе, ачисемпе хăйне мĕнле тыткаланине курса ỹссен çавăн пек упăшка суйлама тăрăшаççĕ те. Ку чухне ашшĕсен те хĕрачасене ỹстернĕ чухне çакна шута илмелле - ытлашши тимсĕр пулмалла мар, иртĕхтерме те юрамасть. Арçын ачасем вара хăйсене хĕр-хĕр-арăмпа мĕнле тытмаллине курса ỹсеççĕ.

Тĕрлĕ сăлтава пула арăмĕпе упăшки çемьене сыхласа хăварайманни те пулать. Уйрăлнă хыççăн хăш-пĕр амăшĕсем ачисене ашшĕпе калаçтармаççĕ. Çакă пĕтĕмпех хĕрарăм арçын çине кỹреннипе, тарăхнипе çыхăннă. Çавăнпа та çакна шута илме сĕнеççĕ: ашшĕ-амăшĕ хушшинчи ăнланманлăхшăн нихăçан та ача айăплă мар. Пĕрремĕшĕнчен, ача-пăчана çывăх çыннине хирĕç тăратмалла мар, вăл япăх пулнине те, сире йывăрлăхра пăрахса хăварнине те калама кирлĕ мар. Ача ỹссе çитсен хăех тивĕçлĕ йышăну тăвĕ, кам айăплă пулнине палăртĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ача ашшĕпе амăшĕ хушшинчи хутшăнусене йĕркелеме пулăшакан хăйне евĕрлĕ инструмент пулмалла мар. Мăшăр килтен тухса кайсан ăна ачапа тĕл пултармассипе хăратмалла мар. Сирĕн ачашăн пурăнмаллине ан манăр. Çавăнпа кирек епле йышăну тăвиччен чи малтанах тĕпренчĕкĕр çинчен шутлăр.



"Каçал Ен"
04 августа 2017
10:25
Поделиться
;