Комсомольский муниципальный округ

Хаклă тăпра

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче, питĕ лайăх астăватпăр, чăваш çынни таврари хăйăрпа тата тăмпа ирĕклĕнех усă курма пултарнă. Халĕ хăйăрлă вырăна пули-пулми çын пырса кĕреймĕ. Чи малтанах ку тĕлĕшпе лицензи тата тивĕçлĕ органсенчен ирĕк илмелле. Вăйра тăракан саккунсем те çутçанталăк пуянлăхĕпе перекетлĕ тата унпа усă курнă чухне типтерлĕ пулма хистеççĕ.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи карьерсем тĕлĕшпе уйрăм калаçу. Çак категорири лаптăксенче çутçанталăк пурлăхне кăларма пуçличчен официаллă майпа ирĕк илнисĕр пуçне рекультиваци проекчĕ те хатĕрлемелле. Кунта чи малтанах çĕрĕн çиелти сийне упраса хăварасси пирки сăмах пырать. Хăйăра е тăма çĕрлĕ-тăпраллă сие илмесĕр кăлараймăн-çке. Пулăхлă тăпрана тăмпа-хăйăрпа хутăштармасăр уйăрса хумалла. Ăна карьертан усăллă япаласем турттарнă хыççăн хăй вырăнне тавăрмалла. Анчах та шăпах çак ĕçсене пурнăçлассипе йывăрлăхсем сиксе тухнă та Муркаш районĕнчи пĕр карьерта. Хăйăрĕ унта, чăнах та, паха вара. Тĕрĕссипе, кунти çутçанталăк пурлăхĕпе хăй вăхăтĕнче çывăхри ял çыннисем туллин усă курнă, вырăнти пĕр хуçалăх лицензи илсех карьертан хăйăр турттарма тытăнать. Йĕркене пăхăннă темелле. Апла пулин те Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсен ыйтусем тупăннах. Пĕрремĕшĕ - рекультиваци проекчĕ çукки. Иккĕмĕшĕ - пулăхлă сий! Чăннипе илсен, карьер тĕпĕнче тăпра таврашĕ пур-ха. Анчах та вăл питĕ сахал, 0,94 гектар (шăп çакăн чухлĕ çĕр çинче хăйăр кăларнă) çине сарса хумалăх çитес çук. Ытти ăçта? Карьера унччен таврари ялтан та çỹренĕ-çке. Çак сăлтава тĕпе хурса лицензи илнĕ хуçалăх хăй яваплăхне сирме шутламасть. Предписани илнĕ хыççăнах рекультиваци проекчĕ тутарттараççĕ. Пулăхлă сие ăçтан тупасси чăнах та йывăрлăха çаврăннине вара общество пуçлăхĕ пытармасть. Çывăхра ăçта та пулин автоçул тунă пулсан-и, çавăнтан турттарса килме пулĕччĕ. Анчах та юлашки çулсенче 15 çухрăмра çул туман. Обществăн пысăк ĕçсем ирттерме кирлĕ çĕнĕ йышши техника таврашĕ те пулман. Çавăнпа пуçлăх çутçанталăка ытларах сиен кỹресрен асăрханса, хальлĕхе карьера хупма шут тытнă.

Чăваш Енри карьерсенчен пĕрин шăпи çапларах. Пĕтĕмпе вара Чăваш Республикин Çут-çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курма пурĕ 98 лицензи илнĕ. Республикăмăр доломитсемпе те, извеçпе те, гипспа та, галькăпа, гравипе тата ыттипе те пуян.

Анчах лицензи илесси пĕрремĕш утăм пулсан, иккĕмĕш - рекультиваци проектне хатĕрлесси - пирки "маннине" палăртаççĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ инспекторсем.

Çĕр айĕнчи пуянлăха кăларассине тĕрĕс мар йĕркеленине пула çĕрĕн пулăхлăхне сиен кỹни пирки сăмах пуçарма та тивет. Кунашкал тĕслĕхсем Раççей территорийĕнче темĕн чухлех. Инспекторсем иртнĕ çул анчах сиен кỹнĕ 2241 гектар çĕр лаптăкне тупса палăртнă. Чи малтанах çĕр çине тем те пĕр пăрахса тултарнине пула тата паха сие вырăнтан тапратнă май (сăмах шăпах карьерсем пирки пырать) шар курать тăпраллă çĕр.

Россельхознадзор специалисчĕсен Чăваш Енре те çакнашкал тĕслĕхсене уçăмлатмалла пулса тухнă. Çỹлерех асăннă карьера плана кĕртнĕ тĕрĕслевре асăрханă пулсан, управление килнĕ çырусенче çырнисем те тỹрре тухаççĕ ытларах чухне.

Пĕтĕмĕшле илсен, юлашки çулсенче Чăваш Енри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче Комсомольски, Çĕмĕрле, Вăрнар (темиçе ял тăрăхĕнче те), Етĕрне, Вăрмар, Патăрьел, Канаш, Шупашкар (темиçе ял тăрăхĕнче те), Красноармейски районĕсенче ирĕк илмесĕр уçнă карьерсене тупса палăртнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзор управленийĕн ĕçченĕ



"Каçал Ен"
04 августа 2017
10:28
Поделиться
;