Комсомольский муниципальный округ

Канашлани кирлех

Августăн 1-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Краснов, предприятисемпе организацисен ертỹçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Канашлу пуçланиччен хăнасем фойере суту-илỹ предприятийĕсен продукцийĕсемпе паллашрĕç.

Пухăннисем умĕнче чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Краснов сăмах илчĕ. Вăл кăçалхи пĕрремĕш çурçула пĕтĕмлетнĕ май хăшпĕр çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Районăн пĕрлештернĕ бюджетне кăçалхи пĕрремĕш çурçулта 198,9 миллион тенкĕ кĕнĕ. Пĕлтĕр асăннă тапхăрта вара çак кăтарту 233,9 миллион тенкĕпе танлашнă.

Демографи кăтартăвĕсем аванах мар: 110 ача кун çути курнă пулсан, вилекенсен шучĕ вара 166 çитнĕ.

- Июлĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çут-çанталăкри хăрушă пулăма тĕл пулнипе тата тыр-пула çăлса хăварас тĕллевпе республикăра чрезвычайлă йĕрке туса хурасси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă хушу кăларнăччĕ. Çакă ял хуçалăх культурисен вегетаци тапхăрĕнче çĕр йĕпе тăнипе çыхăннă. Унсăр пуçне вĕçĕ-хĕррисĕр çумăр выльăх апатне пуçтарса кĕртме чăрмантарчĕ. Апла пулин те аграрисем хĕвеллĕ кунсемпе усă курса районĕпе пурĕ 88,2 процент утă хатĕрлеме пултарнă, сенажа вара 98,8 процент таранах янтăланă, - терĕ Александр Васильевич.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов ятарлă программăсем çинче чарăнса тăчĕ.

- Районта "Единая Россия" партин "Вырăнти культура çурчĕ", "Ачасене - ача сачĕсем", "Вĕрентĕве çĕнетесси" тата "Ача-пăча спорчĕ" проекчĕсем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ. Çул-йĕр пирки каласан, ялсене аталантармалли программăна хутшăнса федераллă бюджетран куçарнă нухратпа Тăманлă Выçли тата Хирти Мăнтăр автоçулĕсене юсас ĕç ăнăçлă пырать. Республика бюджетĕнчен куçнă укçа-тенкĕпе Хырай Ĕнел ялĕнчи çулсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, - терĕ вăл.

Унсăр пуçне депутат Комсомольскинчи Канаш тата Завод урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта светофор лартма та сĕнчĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсем тата малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, çак тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ял хуçалăх продукцийĕсене ытларах (101,5 процент) туса илнĕ. 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 202,8 пин пуç мăйракаллă шултра выльăха шута илнĕ. Çав шутран 92,7 пин пуçĕ - сăвакан ĕнесем, 149,2 пин пуç - сысна. Акса хăварнă лаптăксем вара пурĕ 554 пин гектар йышăннă. Çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 297,1 пин, сахăр кăшманĕ - 1,5 пин, çĕрулми - 29,6 пин, пахча çимĕç - 461 пин гектар. Палăртмалла, ку вăл 2016 çулхинчен 1,4 процент пысăкрах. Кăçал кĕрхи культурăсене 105 пин гектар çинче акса хăварма планланă. Министр хăйĕн сăмахĕнче агропромышленноç отрасльне уйăракан патшалăх пулăшăвĕсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ, вĕсене илмелли йĕрке çинчен каласа кăтартрĕ.

Канашлура çавăн пекех тасатакан сооруженисем, нумай ачаллă çемьесене тивĕçекен тата "хуçасăр" çĕрсем, ытти нумай çивĕч ыйту çинче те чарăнса тăчĕç. Ертỹçĕсене ыйту паракансем те йышлăн пулчĕç.

Канашлу чыслав саманчĕпе вĕçленчĕ. Сăнарлă искусство аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн преподавательне Вагиз Камалетдинова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ" хисеплĕ ят парса чысларĕç.

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
04 августа 2017
09:58
Поделиться
;