Комсомольский муниципальный округ

Тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕ иртет

Çурла уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Шупашкара карачай, балкар, нухай, кумык, пушкăрт, тутар, казах тата ытти халăх çыннисем "Раççейри тĕрĕксем" ятлă фестивале пуçтарăнĕç. Интерактивлă мелпе йĕркелекен уяв Лакрей вăрманĕнче, А.Г.Николаев ячĕллĕ паркра, "Салют" культура керменĕ умĕнче тата ытти вырăнта пулĕ. Тĕп мероприятисем Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре иртмелле.

Хĕрлĕ тỹремре фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Раççейри пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсене те унта кăтартĕç. Хăнасем Тутарстанран, Пуш- кăртстанран, Кабарда-Балкар, Калмăк, Мордва Республикисенчен, Омскран, Алтай крайĕнчен, Аçтăрхан, Оренбург, Пенза, Самар, Челябинск облаçĕсенчен килсе çитмелле. Тĕрĕк халăхĕсен Раççей культуринчи вырăнĕ пирки "çавра сĕтел" йĕркелеме палăртнă.



"Каçал Ен"
04 августа 2017
10:03
Поделиться
;