Комсомольский муниципальный округ

Туслăх авточупăвĕ

Августăн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкарта "Берлин - Мускав - 2017" туслăх авточупăвĕ" проекта хутшăнакансем пулнă.

Проектăн Раççейри координаторĕ Эльвира Исмагилова шухăшĕпе - авточупу Германирен хутшăнакан çамрăксене Раççее хăйсен куçĕпе курса ăна ти-вĕçлипе хаклама пулăшĕ. Проект çичĕ маршрутран тăрать. Вĕсем пирĕн çĕршыври 40 хула витĕр иртĕç, 40 пин çухрăма хыçа хăварĕç. "Атăл" маршрута Шупашкарпа Йошкар-Ола хулисем те кĕреççĕ. Палăртмалла, кунашкал авточупу иртнĕ çул та пулнă. Унта Германин 250 çынни хутшăннă. Вĕсем нимĕç тата Раççей халăхĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, туслă пурăнас кăмăллине палăртнă.



"Каçал Ен"
04 августа 2017
10:01
Поделиться
;