Комсомольский муниципальный округ

Чăваш кадет шкулĕн капсулине хунă

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич августăн 8-мĕшĕнче Шупашкарта ĕçлĕ çỹревпе пулчĕ. Вăл Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕнче пулса курнă.

Çавăн пекех Михаил Викторович Эгер бульварне, кадет корпусĕн çĕнĕ комплексне тăвакан вырăна çитнĕ. Савăнăçлă лару-тăрура капсула хунă çĕре хутшăннă, кадетсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçнă, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. "Ку федерацин Атăлçи округĕнчи 6-мĕш кадет шкулĕ пулать. Кунта вĕренекенсем кайран çар енĕпе хатĕрлекен аслă шкулсене, чи чаплă вĕренỹ учрежденийĕсене кĕрĕç. Кадет корпусĕ çамрăксене сывлăш-космос енĕпе анлă пĕлỹ парĕ. Асăннă кадет корпусне Сызраньти сывлăш-çар академийĕпе икĕ çар чаçĕ шефа илĕç", - тенĕ Михаил Бабич.

"Монохуласене комплекслă аталантарасси" проектпа килĕшỹллĕн, Канашра тавралăха тирпей-илем кỹртессипе комплекслă проектсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Кунта "Тирпей-илем патне - пилĕк утăм" ятлă проектпа ĕçсем пуçланнă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çав кун "Промтрактор-Вагон" предприятине, гемодиализ центрне, "Локомотив" стадиона, Ильич урамĕнчи автомашина çулĕсене пăхса çаврăннă, строительство ĕçĕсен пахалăхне хакланă.



"Каçал Ен"
11 августа 2017
09:39
Поделиться
;