Комсомольский муниципальный округ

Ентеш-космонавт ячĕпе - флешмоб

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Совет Союзĕнче Çĕр орбитине "Восток-3" космос карапне вĕçтерсе янă. Ăна Совет Союзĕн гражданинĕ, космонавт летчик Андриян Григорьевич Николаев майор тытса пынă. Ку вăл 55 çул каялла пулса иртнĕ.

Çак паллă куна халалласа районти культурăпа кану çурчĕн ĕçченĕсем флешмоб ирттернĕ. Савăнăçлă лару-тăрăва централизациленĕ клуб системин директорĕ Мария Илларионова уçнă. Вăл пухăннисене хастар ентешĕмĕр çинчен каласа панă, уяв ячĕпе саламланă.

- Вĕçев тĕллевĕ - тĕнче уçлăхĕнчи условисенче вĕçни этем организмĕнче мĕнле палăрни çинчен çĕнĕ кăтартусем илесси, наука сăнавĕсем тăвасси пулнă, - тенĕ Мария Алексеевна.

Культура ĕçченĕсем хастар ентешĕмĕр çинчен калакан документлă фильма пăхнă.

Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаев Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче 1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕскере Карелие яраççĕ. Йĕкĕт çар ретне 1950 çулта тăнă. 1954 çулта Фрунзери авиаци училищине пĕтернĕ. Ун хыççăн вăл Мускав çар округĕнче сывлăшран тапăнасран хỹтĕлекен чаçре летчик-истребитель пулнă. Андриян Григорьевича космонавтсен ушкăнне 1960 çулта илнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче пĕрремĕш хут вĕçеве вăл Павел Поповичпа пĕрле "Восток-3" тата "Восток-4" спутник-караппа хăпарнă. Çак паттăрлăхшăн ентешĕмĕре Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе пĕрле Ленин орденĕпе "Ылтăн Çăлтăр" медаль панă, çавăн пекех вăл "СССР космонавт летчикĕ" ята тивĕçнĕ. Çак çулах ентешĕмĕре Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш кĕртнĕ. 1963 çултан пуçласа 1968 çулччен чăвашăн хастар ывăлĕ космонавтсен отрячĕн командирĕ пулнă, 1968-1974 çулсенче - Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ. Çав вăхăтрах "уйăх программипе" килĕшỹллĕн, Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ. Вăл орбитăна иккĕмĕш хут 1970 çулта тухнă. Ун чухне Андриян Григорьевича "Союз-9" космос карапĕн командирĕ пулма шаннă. Ку вĕçев чи нумай вăхăта тăсăлнă экспедици шутланнă. Унăн пĕтĕмле-тĕвĕсем тăрăх космос медицининче "Николаев эффекчĕ" - космосра нумай вăхăт пулнă хыççăн организм гравитацие мĕнле йышăнни çинчен - ăнлану пулса кайнă. 1970 çулта Андриян Николаева Совет Союзĕн Геройĕн "Ылтăн Çăлтăр" медальне иккĕмĕш хут панă.

1974 çултан пуçласа 1992 çулччен - Юрий Гагарин ячĕллĕ Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн чăвашăн хастар ывăлне Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата нумай-нумай медальпе наградăланă. 1997 çулта ентешĕмĕре Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ ят парса чысланă.

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, çĕршыв тата республика патриочĕ 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Фильм хыççăн культура ĕçченĕсем Урмаелне çитнĕ те унтан район центрĕнчи культурăпа кану çурчĕ умне çити çуран чупса килнĕ. Район шайĕнчи хаваслă мероприятие ял тăрăхĕсенчи кану çурчĕсенче тăрăшакансем те килсе çитнĕ.

А. ДЕНИСОВА



"Каçал Ен"
11 августа 2017
09:44
Поделиться
;